Ачасем халӗ ҫуркуннехи каникулта. Ҫак хушӑра вӗсен чылай чухне килте аслисемсӗр юлма тивет. Кӑмака, электричество тата ытти хатӗрпе пӗлсе усӑ курмасан, шӑрпӑкпа вылясан, инкек тухас хӑрушлӑх та пур. Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин республикӑри управленинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ачасен айӑпӗ 4 пушар пулнӑ. Ҫавӑнпа аслисен ӳсекен ӑрупа ӑнлантару ӗҫне ирттерни пӗлтерӗшлӗ.