Главная » 2020 » Март » 24 » Вӑйӑ евӗр калаҫусем ытларах асра юлаҫҫӗ
15:32
Вӑйӑ евӗр калаҫусем ытларах асра юлаҫҫӗ
Ачасем халӗ ҫуркуннехи каникулта. Ҫак хушӑра вӗсен чылай чухне килте аслисемсӗр юлма тивет. Кӑмака, электричество тата ытти хатӗрпе пӗлсе усӑ курмасан, шӑрпӑкпа вылясан, инкек тухас хӑрушлӑх та пур. Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин республикӑри управленинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ачасен айӑпӗ 4 пушар пулнӑ. Ҫавӑнпа аслисен ӳсекен ӑрупа ӑнлантару ӗҫне ирттерни пӗлтерӗшлӗ.